«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи Китайпа пӗрлехи предприяти туса хума пултарать. Ку ыйтва енсем асӑннӑ ҫӗрщыв ертӳҫи Си Цзиньпин ертсе пыракан ушкӑнпа ҫитес уйӑхра тӗлпулсан калаҫса татӑлмалла. Унта енсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен «Мускав-Хусан» чукун ҫул магистральне тӑвас ыйтӑва пӑхса хӑвармалла.
Проекта пурнӑҫа кӗртме енсем пӗр тан парваллӑ SPV-компани тӑвас шухӑшлӑ иккен. Вӑл вара конкурс урлӑ подряд организацийӗсене строительство валли ышраса тупӗ. Кун пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви хыпарланӑ.
«Мускав–Хусан» ҫула тума Китай 300 миллиард тенкӗ хывма хирӗҫ мар-мӗн. Ку укҫаран 50 миллиардне компанин устав капиталне ямалла. 250 миллиардне хӑйсен банкӗсенчен кредит илмелле иккен.
«Мускав–Хусан» чукун ҫула тусан 770 километрлӑ ҫула хальхи пек 11 сехет те 30 минут кайма тивмӗ, 3 сехет те 30 минутра ҫитме май килӗ. Чарӑнусенчен пӗрне Шупашкар ҫывӑхӗнче палӑртнӑ. Ҫула тума пӗтӗмӗшле 1,068 триллион тенке лармалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Мускава икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Билетсене халех туянма пулать — паянтан сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
«Мускав–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тухӗ, Хусантан Мускава — ҫӗртмен 2-мӗшӗнче.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Мускавран 23 сехет те 10 минутра хускалать, Хусана тепӗр кунне 10 сехет те 45 минутра ҫитет. Хусантан вӑл 17 сехет те 10 минутра тухса тӗп хулара тепӗр кун ирхи 5 сехет те 38 минутра пулӗ.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Муром, Навашино, Сергач, Канаш, Вӑрмар, Ешӗлвар станцисенче чарӑнӗ. Апла пулсан Чӑваш Енри ҫынсен те икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме май килӗ.
Билет хакне малтанласа плацкарт вакунти евӗрех — 1550 тенкӗ — шантараҫҫӗ. Каярах ҫын епле ҫӳрени тӑрӑх ылмашма пултарать.
Чӑваш Енри суд Мари Эл каччине ирӗксӗр ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Нумаях мар та, анчах 140 сехет тар тӑкмалла пулать хайхин.
Айӑплава каччӑ ӳркенменлӗхшӗн тивӗҫнӗ теме пулать. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине вӑл Канаш станцине унта тӑнӑ вакуна тата алӑкне сирпӗтмелле сӑрӑпа граффити меслечӗпе ӳкернӗ. Каччӑн ӳкерес ӑсталӑхне чукун ҫулта ӗҫлекенсем ырламан, хакламан, пахаламан. «Хусан-Канаш» электропуйӑсӑн йышӗнче пулнӑ ҫав вакуна ҫула кӑларман. Каччӑн художник ӑсталӑхне вара вандаллӑх тесе йышӑннӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Чукун ҫулта ӗҫлекенсемпе транспорт полицийӗнче тӑрӑшакансем те килӗшнӗ, каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ судах ҫитнӗ. Халӗ, ав, тӳре приговор та кӑларнӑ: 140 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ Владимир Якунин «Мускав-Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул хӑҫан тума палӑртнине каланӑ. Кун пирки ӗнер вӑл Шупашкара килнипе усӑ курса журналистсем кӑсӑкланнӑ.
Якунин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн правительстви проектпа шырав ӗҫӗ валли укҫа уйӑрма йышӑннӑ. 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗ валли магистралӗн аталанӑвӗн проектне хатӗрлесе ҫитермелле. Унтан строительство ӗҫӗсене пуҫӑнмалла. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама 4 ҫул кирлӗ. «2018 ҫулччен Улатимӗр тата Улатимӗртен Чулхула таран пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ лаптӑк тума шантаратпӑр», — тенӗ Владимир Якунин.
Шупашкара Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ чукун ҫул техникине кӑларакансен регионти IX конференцине ирттерме килсе ҫитнӗ. Мероприяти ӗнер пуҫланнӑ, паян вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май Якунин чукун ҫулӑн Шупашкарти станцийӗнче ӗҫлекенсемпе тӗлпулнӑ, «Элара», «Экра» акционерсен обществисен ӗҫӗпе паллашнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов патне йышӑнӑва «Шупашкар» пассажир пуйӑсӗсен пӗрлешӗвӗн пункчӗн ӗҫченӗсен ушкӑнпа янӑ ҫырӑвӗ ҫитнӗ.
«Федерацин пассажир компанийӗ» акционерсен обществи Раҫҫейри хӑш-пӗр хулара вакун участокӗсене хупма йышӑннӑ. Ҫав списока Шупашкарти предприяти те лекнӗ. Халӗ Шупашкар пӗрлешӗвӗн: «Шупашкар–Мускав», «Мускав–Екатеринбург», «Мускав–Нижневартовск», «Шупашкар–Питӗр», «Шупашкар–Новороссийск», «Шупашкар-Адлер» — мӗнпур пуйӑсене урӑх пӗрлешӳсене парса укҫана перекетлеме йышӑннӑ. Ҫавна май проводниксемпе техника специалисчӗсем, пурӗ 600 ҫын, ӗҫсӗр юлӗ.
Кӑткӑс лару-тӑру пирки пуйӑссене йӗркелекен Шупашкарти пункт ертӳҫи Николай Иванов каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, 1971 ҫултанпах пӗрлешӳ йӗркеллӗ ӗҫлесе пынӑ.
Юрий Попов спикер кун пек лару-тӑрура айккинче тӑрса юлмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин президенчӗ Владимир Якунин патне тухма шантарнӑ.
Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ.
Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле.
Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер.
Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ.
Китай «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума пулӑшассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ.
Посол пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр тата Китай Халӑх Республикин премьер-министрӗ Ли Кэцян 19-мӗш тӗлпулӑва ӑнӑҫлӑ ирттернине аса илтернӗ. Ун чухне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистральсен строительствин тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси пирки меморандум йышӑннӑ, ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ.
Ли Хуэй каланӑ тӑрӑх, Китай хӑйӗн ҫыннисене «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проекчӗн малтанхи проект документацине тишкерме тата хатӗрлеме янӑ. Вӗсем ку енӗпе Раҫҫейӗн политикипе те паллашнӑ.
Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем пур-мӗн. Китай Раҫҫей проекчӗпе интересленет, ҫавӑнпа ӑна пулӑшу кӳме те хатӗр-мӗн.
Китай ҫакна икӗ ҫыршывӑн суту-илӳпе экономикине аталантарас, ҫирӗплетес тӗллевпе те тунине палӑртать.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, тунтикун, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ. Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Удмурт Республикине каякан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Цистерна ҫумне ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ. Ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн сирпӗнме ӑсталанӑ хатӗр пулнӑ.
Сирпӗнмелли хатӗр ҫирӗплетнӗ цистерна Раҫҫее Украинӑри Одесса хулинчен килсе ҫитнӗ имӗш. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ информаци агентствисем. Вакун Удмурт Республикинчи Каучук станцийӗнче чарӑнмалласкер пулнӑ-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗ» акционерсен обществин Горьки чукун ҫулӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Айсылу Закирова цистерна Куйбышеври чукун ҫул полигонӗнчен ҫитнӗ тесе хыпарлать.
Ӗнер Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнӗ. Унта кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ.
Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Мӑкшӑ Республикинчен Удмурт Республикине ҫул тытакан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ иккен. Каярах ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ сирпӗтмелли хатӗр иккенне палӑртнӑ.
Криминалист-экспертсем вӑл япала чӑннипех те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине ҫирӗплетсе панӑ. Инкеке Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе сирме пултарнӑ. Сирпӗнмелли хатӗре каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче сиенсӗрлетнӗ. Халӗ ҫав ҫатӗре кам ҫирӗплетсе хунине шыраҫҫӗ.
Кӗҫӗр, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен Шупашкар енне каякан ҫула хупӗҫ.
«Шупашкар–Сурски» автоҫул ҫинчен Шупашкара Лапсар енчен кӗме 23 сехетре чарса лартӗҫ. Анчах яланлӑха мар. Ыран ирхи 4 сехетчен.
Ҫула вӑхӑтлӑха хупни унти чукун ҫул ҫинчи шпалӑсене ылмаштарнипе ҫыхӑннӑ.
Лапсар патӗнче ҫула вӑхӑтлӑха хупни республикӑн тӗп хулине ҫав вӑхӑтра лекеймессине пӗлтермест. М-7 «Атӑл» ҫулпа Хыркасси патне ҫитсе унтан та пӑрӑнма пулать. Е тата Кӳкеҫ енне каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗме май пур. Кунсӑр пуҫне Карачура патӗнчен пӑрӑнсан та Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамне хӑвӑрт лекейӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |